Ял хуҫалӑхӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи икӗ фермер пахча ҫимӗҫ упрамалли вырӑн хута янӑ. Уйра пуҫтарнӑ ҫӗрумине, хӗрлӗ кӑшмана, кишӗре унта хунӑ вӗсем. Унти условисем пахча ҫимӗҫе ҫуркуннечченех лайӑх упрама май параҫҫӗ. Пӗри — Ҫӗнӗ Ахпӳртре. Унта 450 тонна упрама май пур. Унта кондиционер, вентилятор, термометр вырнаҫтарнӑ. Людмила Краснова кун ҫине 3 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Анчах ку тупӑш кӳрессе шанать вӑл. Ятарлӑ программӑпа усӑ курнӑран вӑл тӑкакланӑ укҫан 20 процентне каялла тавӑрӗ. Тепри — Патӑрьелте. Петр Ялуков фермер кӑҫал ҫӗрулми лайӑх туса илнӗ. Унччен вӑл пахча ҫимӗҫе тӳрех сутнӑ. Халӗ хранилище тусан вӑл 2000 тонна ҫӗрулмине унта упрӗ. Фермерсем ҫӗрулмине хӗлле тата ҫуркунне сутӗҫ. Ун чухне хак хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑхне аталантармалла теҫҫӗ. Ҫапах чиккине пӗлмелле. Ав пушӑ ҫӗрсене хӑй тӗллӗн йышӑннӑ ҫынна нумаях пулмасть явап тыттарнӑ. Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫын хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ. Анчах вӑл, ЧР прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 209 гектар ҫӗре хӑй тӗллӗн йышӑннӑ та лартса ӳстерет. Ку ҫӗрсем унӑн хуҫалӑхӗн мар. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫӗрсене сухаланӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫӗрсемпе саккунсӑр майпа усӑ курнӑшӑн хресчен-фермер хуҫалӑхӗн хуҫине 50 пин тенкӗлӗх штраф панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Агропрмышленность комплексӗнче машина-трактор паркне тӑтӑшах ҫӗнетсе пыма май ҫук. Ҫавна май пур пеккипе кирлӗ пек усӑ курма тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Элӗк районӗнче. Техника ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесе ӗҫрен пушаннӑ техникӑна хӗл каҫарма лартассине тӗрӗслессипе районта смотр-конкурс иртнӗ. «Алмаз», «Новый путь», «Правда» хуҫалӑхсенче хӑш-пӗр техникӑна ангарсене лартнӑ, прицеплисене бетонланӑ вырӑнсене вырнаҫтарнӑ. Сморт-конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Алмаз», Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Новый путь», «Авангард» хуҫалӑхсенче техникӑна упрама лартассине лайӑхрах йӗркелени палӑрнӑ. Техникӑна чи лайӑх упранине, пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетнине, техника юсавлӑхӗн шайне ӳстерессине шута илсе сморт-конкурсра «Алмаз» общество пӗрремӗш вырӑн панӑ, Ульянов ячӗллӗ хуҫалӑх иккӗмӗш, «Авангард» хуҫалӑх виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Колхозсем аркансан хуҫалӑхсене усламҫӑсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ малаллах талпӑнать. Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи «Караево» (чӑв. Карай) тулли мар яваплӑ обществӑна Израиль консультанчӗсем килсе кайнӑ. Ахальтен мар чӗнсе илнӗ вӗсене. Карайсемшӗн вӗсен сӗнӗвӗсем тем пекех хаклӑ пулнӑ. Израиль хӑнисем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтусемпе канаш пама килнӗ. Малтанах вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тытмалли витесемпе, вӗсене мӗнпе тӑрантарнипе паллашнӑ. Унтан специалистсем сумалли ӗнесене мӗнле пӑхмаллине ӑнлантарнӑ. Тӗрӗс пӑхсан ӗнесем сӗт те ытларах антарӗҫ-ҫке-ха. Израиль консультанчӗсем пӑрусене тӑрантармалли рациона ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Общество ертӳлӗхӗ Израиль хӑнисемпе малашне те килӗштерсе ӗҫлессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑвӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уяв умӗн чи лайӑххисене чыслаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче 18 ҫын Хисеп хутне тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамотине тивӗҫнӗ. Паян наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче «Шупашкарти элеватор» цех пуҫлӑхӗ Валерий Емельянов та пулнӑ. Вӑл ӗҫлекен предприятири цех тулӑ авӑртать. Арман талӑкне 500 тонна таран ҫӑнӑх тума пултарать. Кунта ҫын нумаях ӗҫлемест. Чылай ӗҫе диспетчер йӗркелесе пырать. Валерий Емельянов «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприятие 1988 ҫултах ӗҫлеме килнӗ. Малтанах рабочи пулнӑ вӑл. Халӗ вӑл 80 ҫынна ертсе пырать. Валерий Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑнӑх тата тырӑ тӑвас технологи 27 ҫулта улшӑнман. Оборудовани ҫеҫ ылмашӑннӑ. Ҫавна май продукци пахалӑхӗ те ӳснӗ. Валерий Емельянов хӑйӗн ӗҫне ахальлисен йышне кӗртет. Анчах ӗҫтешӗсем урӑхла шутлаҫҫӗ: награда хӑйӗн хуҫине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем тырӑ типӗтмелли агрегатсен пӗлтерӗшне питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Лайӑх типӗтмен тырра тирпейлекенсем те хапӑлламаҫҫӗ, упранма та ун пек тырӑ начар упранать, кӑвакарса япӑхать, выльӑха пама ат юрӑхсӑра тухма пултарать. Типӗтмелли комплекссем ҫуккипе хуҫалӑхсем вӑл пур кӳршӗллӗ предприятисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, тӳлевсӗр мар. Хуҫалӑхшӑн ҫивӗч ҫак ыйту малашне Шупашкар районӗнчи темиҫе хуҫалӑхра татӑлӗ. «Прогресс» акционерсен обществинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ комплекса тӗрӗслемелле ӗҫлеттерсе пӑхнӑ. Ҫак эрнере ӑна хута ямалла. Комплекс хӑвачӗ сехетре 20 тоннӑпа танлашать. Сӑмах май, ун пеккине нумаях пулмасть асӑннӑ районти Ленин ячӗллӗ колхозра хута янӑ. 13 миллиона кайса ларнӑ комплекса халӗ хӗле валли тирпейлесе хунӑ ӗнтӗ. Ун йышширех типӗтмелли комплекссем «Чӑваш бройлерӗ», «Приволжское» хуҫалӑхсенче те пур. Ҫав вӑхӑтрах Куйбышев ячӗллӗ, «Туруновский», «Туруновская», «Средняя Волга», Кадыков ячӗллӗ хуҫалӑхсен урӑх предприятисенче типӗтме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Кӗр парнисем» ярмӑркка вӗҫленнӗ. Ял хуҫалӑх продукцине ҫакнашкал мелпе сутни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хулара пурӑнакан ҫынсем ярмӑрккӑра 1006 тонна ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туяннӑ. Аса илтерер: Шупашкарта ярмӑркка ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ. Пӗтӗмпе Шупашкарта 4 лапам ӗҫленӗ. Унти вырӑнсене конкурс ирттерсе пайланӑ. Кӑҫал ярмӑрккӑра пахча ҫимӗҫ продукцине 122693,93 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ярмӑрккӑра 814,37 тонна ҫӗрулми (8435,67 пин тенкӗлӗх), 170,65 тонна пахча ҫимӗҫ (2813,08 пин тенкӗлӗх), 21,41 тонна ытти продукци (1015,18 пин тенкӗлӗх) сутӑннӑ. Ҫитес ҫул та «Кӗр парнисем» ярмӑркка ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кӗрхи ӗҫем вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Патӑрьел районӗнче вара хӗвелҫаврӑнӑш пухаҫҫӗ. Ҫак культурӑна лартакан нумай мар. Анчах Шейхула Куликов хӑраса тӑман — ӑна чылай акнӑ. Унӑн хуҫалӑхӗнче 1800 гектар ҫӗр. Вӗсенчен 450-шне вӑл хӗвелҫаврӑнӑш лартнӑ. Малтанах культура лайӑх ӳсмен. Ҫумӑр ытлах ҫуман-ҫке. Кайран вара хӗвелҫаврӑнӑш самай аталанса ӳснӗ. Хальлӗхе 100 гектар ҫӗр ҫинчен ҫеҫ хӗвелҫаврӑнӑша пухнӑ. Уйра пӗр комбайн ҫеҫ ӗҫлет. Техникӑна тара тытма хака ларать. Шейхула Куликов каланӑ тӑрӑх, культурӑна тӗрлӗ вӑхӑтра акнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӗр харӑс пулса ҫитмен. Фермер пирӗн тӑрӑхра лайӑх ӳсекен сорта суйланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри тырӑран икӗ хут хаклӑрах каять. Ӑна ытларах тип ҫу тума туянаҫҫӗ. Туянакан нумай. Тӗрлӗ тӑрӑхран килеҫҫӗ ун патне. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи сӗт савучӗ те унпа ӗҫлет. Ҫитес ҫул фермер ҫак культурӑна тата ытларах лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче «Юрма» агрохолдингӑн пуҫлӑхӗпе Владимир Ермолаевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич агрохолдинга паянхи уявпа, Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунӗпе саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура агрохолдингӑн кулленхи ӗҫ-хӗлне тата малашлӑх плансене сӳтсе явнӑ. Владимир Ермолаев уйӑх каялла уҫнӑ инкубатор ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна уҫма, сӑмах май, Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. «Пӗрремӗш чӗпӗсем тухрӗҫ. Талӑксерен 60 грамм ӳт хушаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Владимир Ермолаев. Владимир Ермолаев ӳлӗмрен сысна та тытма пуҫласшӑннине пӗлтернӗ. Агрохолдинг ертӳҫи пирки каласан вӑл Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие ертсе пырать. Юлашкинчен каланинче тӑрӑшакансем ӗҫ укҫи вӑхӑтра илейместпӗр тесе нумаях пулмасть кӑмӑлсӑрланнине те палӑртнӑччӗ. Владимир Ермолаев ун чух ҫынсене йывӑрлӑх пурин те пур тесе каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Халӗ пахча сезонӗ вӗҫленчӗ ӗнтӗ. Анчах Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнсе пурӑнакан Василий Кадиков халӗ те пахчара чакаланать. Вӑл ешӗл пахча ҫимӗҫ ӳстерессипе услам тума шутланӑ. Василий Кадиков тӑпрана ӑшӑ япалапа хуплать. Кӗҫех унта симӗс сухан шӑтӗ. Арҫын ҫак ӗҫе нумаях пулмасть пуҫӑннӑ. Унччен вӑл ӗҫ тупайман. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑй услам тума шутланӑ. Малтан бизнес-план хатӗрленӗ. Ӗҫе пуҫӑнаканскере патшалӑх 58 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Унпа вӑл теплица туяннӑ. Халӗ Василий кашни ҫулах симӗс сухан, петрушка, укроп ӳстерет, ҫуркунне хӑяр лартать. Услам ҫемйине тӑрантармалӑх ҫитет тет вӑл. Ешӗл пахча ҫимӗҫе вӑл юпа уйӑхӗнчен пуҫласа акачченех пухать. Ҫынсем туянаҫҫӗ. Ҫулла вӑл вӗсене сутмасть, теплицӑна юсать. Василий Кадиков каланӑ тӑрӑх, сухан 16 градус ӑшӑра та лайӑх ӳсет. Теплицӑна вӑл газпа ӑшӑтать. Халӗ вӑл 40 сотка ҫӗр ҫинче ӳстерет. Ӑна пысӑклатасшӑн мар вӑл, ӗҫӗ капла та ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |